Паян 18 сехет те 40 минутра Канаш районӗнче «Канаш - Славаш» ҫул ҫинче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель автофургон ҫулпа пынӑ чухне кювета чӑмнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле итлеттереймен. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, пассажир вара авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Канаш районӗнче тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын халӗ те комбайнпа ӗҫлет. Катек ялӗнчи Михаил Петров «Палессе» комбайнпа тырӑ вырать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл 77 ҫул тултарнӑ. Ӑна вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем хире пырсах саламланӑ. Юрласа ташласа та кӑтатнӑ чечек ҫыххи те тыттарнӑ.
Михаил Петров ял хуҫалӑхӗнче мӗн ҫамрӑкранпа тӑрӑшать. Механизатор пулса вӑл ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать.
Ӗнер Валерий Андреев (16.02.1956–07.08.2023) чӗлхеҫӗ куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Валерий Васильевич Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шуртан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл – чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Валерий Андреев 1990 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУӗн чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл хӑй йывӑр чире кайичченех тӑрӑшнӑ.
Валерий Андреева аван пӗлнисем вӑл «лекцисемпе семинарсене яланах чунри ҫӗкленӳпе, чӗлхери тӗлӗнтермӗшле тӗслӗхсемпе «пуянлатса» ирттернине» палӑртаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 10 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Туканаш ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра пушарнӑйсем кил хуҫин 22 ҫулти ывӑлӗн виллине тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав кунах 15 сехетре Канаш районӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - 60 ҫулти арҫыннӑн. Пушарнӑйсем пӳрте сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Паян Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче ҫӗнӗ аллея уҫӑлнӑ.
Сывлӑшпа десант ҫарӗнче пулнисем маларах «Никто, кроме нас» (чӑв. Пирӗнсӗр пуҫне никам та) стела вырнаҫтарнӑ, моряксем — якорь евӗрлӗ «Защитникам морских рубежей» (чӑв. Тинӗс чиккисен хӳтӗлевҫисене) стела тата Андреев ялавне.
Митинга вырӑнти хастарсем, «Сияние» тата «Ҫӑлкуҫ» ташӑ тата пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ.
Паян 15 сехетре Канаш районӗнчи Шуркасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӑмӑл машина аварие ҫакланнӑ. Салонра ачасем те пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 33 ҫулти водитель руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Ҫавна май водитель, 33 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, тата 7 ҫулти хӗрача аманнӑ. 12-ри тата 14 ҫулти ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Республикӑра типӗ ҫӗр пулнипе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Элтепер хушӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Вӑрмар, Тӑвай тата Куславкка районӗсенче ял хуҫалӑх культурисем типӗрен шар курнӑ, ҫак тӑватӑ районта тӑкак 211,2 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ республикипех ял хуҫалӑхӗсем мӗн чухлӗ тӑкак пулнине шутлаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ял хуҫалӑхӗсен тӑкакӗсене чакармалли план хатӗрлӗ.
Ҫанталӑк типӗ тӑнипе хальлӗхе Канаш,Вӑрмар, Тӑвай, Куславкка районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Малашне те типӗ ҫанталӑк пулсан пур районта та ҫак режима йышӑнма хатӗр. Ҫапла ял хуҫалӑхӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкака саплаштарма пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, Удмурт Республикинче, Тутарстанра тата Пермь крайӗнче - инкеклӗ лару-тӑру режимӗ.
Палӑртса хӑвармалла: типӗ ҫанталӑка пула респубикӑри 9 пин гектар ҫинчи культура шар курнӑ.
ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Николай Григорьев ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 90 ҫула кайнӑ пулнӑ.
Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑскер Хусанти медицина институтне пӗтернӗ, унтан Тӑвайри тӗп пульницӑра хирургра ӗҫлеме пуҫланӑ, кайран тӗп тухтӑр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Канаш хулин пульницинче, Республикӑри пульницӑра ӗҫленӗ. 1979-1994 ҫулсенче вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Унта 15 ҫул тӑрӑшнӑ.
Николай Григорьевпа утӑн 8-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Ӑна хӑйӗн тӑван ялӗнче, Кайӑкъялӗнче, пытарӗҫ.
Типӗ ҫанталӑка пула Чӑваш Енри темиҫе районта (халӗ вӗсене округ теме пуҫарӗҫ-ха) чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ. Вӑрмар районӗнчи пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян хыпарланӑ тӑрӑх, чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне Вӑрмар районӗнче ҫеҫ мар, Канаш, Куславкка, Тӑвай муниципалитет округӗсенче йышӑннӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран, ҫумӑр ҫумантан ял хуҫалӑх культурисем йӗркеллӗ ӳсеймеҫҫӗ, типсе каяҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне илсен, асӑннӑ муниципалитетсенче ял хуҫалӑх культурисем 60 хуҫалӑхра, пурӗ 8,6 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ. Аграрисем халӗ страховка укҫи илме тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |